Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ.
Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ.
— Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов.
Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ.
Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ.
Чӑваш Енре судсен председателӗсене шыраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ултӑ ваканси пур иккен. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар хулинче, пиллӗккӗшӗ — районсенче.
Председатель кирлӗ судсем хушшинче — тӗп хулари Калинин районӗ, ҫавӑн пекех Вӑрнар, Вӑрмар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле районӗсен сучӗсем. Суда ертсе пырас кӑмӑллӑ тӳресен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи «Восход» тулли мар яваплӑ обществӑра контрафактлӑ пулӑ ҫӑвӗ тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени — ветеринари препарачӗсемпе суту-илӳ тӑваканскер. Регистрацилемен пулӑ ҫӑвӗ нумай та пулман — 100-шер миллилитр кӗрекен савӑтсенче пурӗ тӑватӑ флакон.
Контрафактлӑ продукци сутлӑха кӑларнӑшӑн предприятие нумаях пулмасть 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Пулӑ ҫӑвне унӑн каяшсем пухакан организацие ҫитерсе памалла. Унта ӑна сиенсӗрлетнишӗн те «Восходӑн» хӑйӗн шучӗпе тӳлеме тивӗ.
Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑннӑ Алексей Пантелеймонов раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑх йӑтса чупнӑ факела савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори музейне парнеленӗ.
Алексей Пантелеймонов ҫав аслӑ шкулта вӗренет, Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Университет ректорӗ Андрей Александров каччӑна XI Паралимпиадӑра ӑнӑҫу суннӑ. Алексей унта волонтер пулӗ. Парнеленӗ факел студентсене лайӑхрах вӗренме, спортпа туслашма хӗтӗртӗ.
Унччен, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, Яманакра йӗлтӗрпе чупас енӗпе район турнирӗ иртнӗ. Спортсменсем пӗртӑван Анатолий, Алексей, Виталий Львовсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Олимп факелне Шупашкарта йӑтса чупнӑ Алексей Пантелеймонов та хутшӑннӑ.
Каччӑ факела ЧПУ музейне парнеленине ырламалла ҫеҫ.
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Районсен ентешлӗхӗсем пуррине пӗлетпӗр-ха. Красноармейски районӗнче ҫамрӑксем те пӗрлешме шутланӑ. Нумаях пулмасть йӗркелӳ пухӑвӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче йӗркеленӗ.
Ларӑва район пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата «Трак ен» ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Львов хутшӑннӑ. Львов ҫамрӑксен пӗрлешӗвне пулӑшса пыма шантарнӑ.
Юлашкинчен асӑннине, ҫамрӑксен ентешлӗхне, Станислав Трофимов текен ҫамрӑк ертсе пырӗ. Вӑл тӑватӑ ҫул каялла Красноармейскинчи 2-мӗш шкула пӗтернӗ, халӗ Социаллӑ университетӗн Шупашкарти филиалӗнче юриста вӗренет. Пӗрремӗш курсран пуҫласах каччӑ ӑслӑлӑх ӗҫӗпе тӑрӑшать иккен, тӗп хулари Калинин районӗнчи Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ шутланать, Красноармейски районӗнче те апла пӗрлешӗве вӑл пуҫарнӑ-мӗн.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ.
Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ.
Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. Чӑваш Ен КиВиНӗ) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай район чысне Ҫӗнӗ Атикасси вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. Эпир пурӑнакан тӗнче) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. Тӗнче ансат мар) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.
Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров Штанашри 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ.
Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Эдисон Патмарӑн «Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Вӑл кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пуҫланмалла.
Эдисон Патмар ятне самайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл халӑх пултарулӑхне пухаканӗ, ҫыравҫӑ. Эдисон Патмара ашшӗн ҫулне тӑснӑ тесе калани йӑнӑш пулмасть тесе шухӑшлас килет, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ, Иван Патмар, хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш фольклорне самай пухнӑ тата тӗпченӗ. Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче 1915 ҫулта ҫуралнӑ, ҫак тӗнчерен 1983-мӗш ҫулта уйрӑлса кайнӑ.
Эдисон Ивановичӑн ҫӗнӗ кӗнеки — ашшӗпе ывӑлӗн фольклор ӗҫӗсен 10 томлӑ пуххинчен ҫиччӗмӗшӗ. Кӑларӑмра арҫынсене ӗлӗк ҫара епле ӑстани ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫарпа ҫыхӑннӑ тӗшмӗшсем те вырӑн тупнӑ. Салтак юррисене вара кӗнекене уйрӑм пайпах кӗртнӗ.
Сӑмах май: ку кӗнекене Эдисон Патмар 2012 ҫултах кӑларнӑ. Апла-и, капла-и — кӗнекере шӑп ҫак ҫула кӑтартнӑ. Ӑна эсир «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр, хакӗ 200 тенкӗ.
Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ.
Чи малтанах ларӑвӑн тӗллевӗпе тата ларура пӑхса тухмалли ыйтусемпе уйрӑм ертӳҫи З.Михайлова паллаштарчӗ. Унтан правлени пайташне, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумне, Николай Ершова сӑмах пачӗ. Николай Гаврилович Чӑваш наци конгресӗн историйӗпе паллаштарчӗ, 21 ҫул каялла конгресӑн пӗрремӗш съездне хутшӑннине аса илчӗ. Сӑмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплӗ хӑна пулса ЧНКан пур съездне те хутшӑннӑ иккен. ЧНКан пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсем те чылай унӑн. ЧНК историйӗ ҫинчен тата кашни съезд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн Трак енре мӗнле ырӑ ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен ҫитес вӑхӑтра «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫутатса пама шантарчӗ.
Малалла Зинаида Петровна правлени членӗсене Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн йышӑнӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышӑну тӑрӑх 2014 ҫулта Трак енре туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалли ҫинчен каларӗ. Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн патшалӑх, обществӑпа политика пайӗн редакторӗ Ю.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |